Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Мӑн Сӗнтӗр (Муркаш районӗ)

Мӑн Сӗнтӗр (выр. Большой Сундырь) — Чӑваш Республикин Муркаш районӗнчи ял. Вӑл Мӑн Сӗнтӗр ял тӑрӑхӗн администраци центрӗ шутланать.

Географи

Ял Сӗнтӗр юханшывӗ хӗрринче вырнаҫнӑ. Республика тӗп хулине, Шупашкара ҫитме — 50 километр. Район центрне, Муркаш ялне ҫитме — 20 километр. Чи ҫывӑх чукун ҫул станцийӗ 50 километрта вырнаҫнӑ. Ял витӗр Р-173 автомагистраль иртет.

Истори

Ялӑн историллӗ ячӗсем: Сундырь, Большой Сундырь. Кунти халӑх 1866 ҫулччен патшалӑх хресченӗсем шутланнӑ, вӗсем ҫӗр ӗҫӗпе, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессипе, тимӗрҫӗ ӗҫӗпе аппаланнӑ, инҫетри вырӑна кайса тара кӗрсе ӗҫленӗ. Ялта Сӑваплӑ Троица чиркӗвӗ ӗҫлет (ӑна 1892 ҫулта тунӑ, 1931 ҫулта хупнӑ, 1991 ҫултанпа каллех ӗҫлет). 1863 ҫултанпа йышӑну пӳлӗмӗ, 1878 ҫултанпа — пульницӑпа аптека, 1882 ҫултанпа — арҫын ачасен тӑватӑ класлӑ земство училищи, 1885 ҫултанпа — чиркӳ прихучӗн шкулӗ ӗҫленӗ. 1931 ҫулта «Восьмое Марта» колхоз йӗркеленӗ. XVIII ӗмӗрте ял Чикме уесне, XIX ӗмӗрте — Чикме уесӗнчи Сӗнтӗр вулӑсне, 1920–1927 ҫулсенче — Шупашкар уесне, 1927–1939 ҫулсенче — Сӗнтӗр районне, 1939–1962 ҫулсенче — Сӗнтӗр районне кӗнӗ (1927–1962 ҫулсенче район центрӗ пулнӑ). 1962–1964 ҫулсенче ял Шупашкар районӗнче пулнӑ, 1964 ҫултанпа вара Муркаш районне кӗрет.

Халӑх йышӗ

Халӑх йышӗ улшӑнса пыни:

  • 1795 ҫул (4 ҫӗнӗ ялпа пӗрле) — 71 кил, 171 арҫын, 188 хӗрарӑм.
  • 1858 ҫул — 9 кил, 18 арҫын, 18 хӗрарӑм.
  • 1897 ҫул — 70 арҫын, 64 хӗрарӑм.
  • 1906 ҫул — 27 кил, 70 арҫын, 63 хӗрарӑм.
  • 1926 ҫул — 80 кил, 145 арҫын, 141 хӗрарӑм.
  • 1939 ҫул — 459 арҫын, 365 хӗрарӑм.
  • 1979 ҫул — 422 арҫын, 593 хӗрарӑм.
  • 2002 ҫул — 546 кил, 1537 ҫын (667 арҫын, 870 хӗрарӑм).
  • 2010 ҫул — 544 уйрӑм хуҫалӑх, 1488 ҫын (676 арҫын, 812 хӗрарӑм).

Кунта чӑвашсем, вырӑссем, тутарсем пурӑнаҫҫӗ.

Инфраструктура

Ялта шкул, ача пахчи, пульница, 2 аптека, культура ҫурчӗ, клуб, вулавӑш, стадион, ҫыхӑну тата сбербанк уйрӑмӗсем, ветерансен ҫурчӗ, 15 лавкка, апатлану 4 предприятийӗ пур.

Экономика

2010 ҫулхи даннӑйсем тӑрӑх, ял территорийӗнче темиҫе хресчен-фермер хуҫалӑхӗ ӗҫлет.

Паллӑ ҫыннисем

  • Анисов Валериан Фёдорович (1899–1970 ҫҫ.) — сывлӑх сыхлассине йӗркелекен. Хусан университечӗн медицина факультетне вӗренсе пӗтернӗ. Сӗнтӗрти пульница пуҫлӑхӗнче, Ҫӗрпӳри пульницӑра санитари тухӑрӗ, эпидемиолог пулса ӗҫленӗ.
  • Валицкая Крета Лазаревна (1940 ҫ.ҫ.) — парти тата патшалӑх ӗҫченӗ. Шупашкарти текстиль техникумне, Хусанти финанспа экономика институтне, КПСС ТК ҫумӗнчи Аслӑ парти шкулне вӗренсе пӗтернӗ.
  • Завьялов Сергей Михайлович (1962 ҫ.ҫ.) — спортсмен, биатлон енӗпе СССР спорт мастерӗ. Чӑваш Ен чемпионӗ, СССР ӑмӑртӑвӗпе Кубокӗн кӗмӗл призёрӗ, ҫамрӑксем хушшинчи Раҫҫей ӑмӑртӑвӗн кӗмӗл призёрӗ, СССР Кубокӗн ҫӗнтерӳҫи тата чемпионӗ.
  • Разумов Александр Валерианович (1956 ҫ.ҫ.) — патшалӑх ӗҫченӗ. Чӑваш патшалӑх педагогика институтне, РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Раҫҫей патшалӑх службин академине вӗренсе пӗтернӗ.
  • Сорокин Сергей Семёнович (1966 ҫ.ҫ.) — инженер, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Чӑваш патшалӑх университетне вӗренсе пӗтернӗ. Шупашкарти машина тӑвакан савутра инженер-технологра, инженер-программистра ӗҫленӗ.
  • Троянов Лев Сергеевич (1902–1984) — конструктор, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ. Ленинградри технологи институтне вӗренсе пӗтернӗ. Хӗрлӗ Ҫарта хӗсметре тӑнӑ. Конструкторта ӗҫленӗ.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-08-12 22:35:49 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 11 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем